Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Кӳкеҫри тата Мӑн Шемертенти музейсем ҫирӗп аталантармалли территори шутне кӗнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.04.2014 00:22 | 1618 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей

Ҫӗршыв шайӗнче «Ял территорийӗсене 2014–2017 ҫулсенче тата 2020-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗппӗн аталантармалли» тӗллевӗлӗ программа вӑйра тӑрать. Программӑна республикӑра пурнӑҫа кӗртме кӑҫал федераци хыснинчен 406 пин тенкӗ тивӗҫмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйӑрмалла, вырӑнти хыснасенчен — 375 пин, уйрӑм усламҫӑсен тата ҫынсен кӗсйинчен 719 пин текнӗ кӑлармалла.

Программӑна кӗртмелли проектсене суйлаҫҫине Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта 17 ял тӑрӑхӗнчен килнӗ 18 проекта тишкернӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ-экономика критерийӗсене уйрӑмах туллин тивӗҫтерекенсене суйланӑ. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли проектсен шутне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексӗ тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенти Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗ кӗнӗ.

Килес ҫул вара Элӗкри культурӑпа кану центрӗ тата Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗри шкул тавралли умӗнчи территорие хӑтлӑх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнчи Сыпайӗнче нумай ӗҫ тӑвакан стадион тума укҫа уйӑрӗҫ.

#музейсем, #Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ, #укҫа-тенкӗ, #Элӗк, #Етӗрне районӗ, #Мӑн Шемертен, #Сыпай, #Муркаш районӗ, #Ярапайкасси ял тӑрӑхӗ, #Красноармейски районӗ, #Кӗҫӗн Шетмӗ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.22 08:14
«Ял территорийĕсене 2014–2017 çулсенче тата 2020-мĕш çулчченхи тапхăрта çирĕппĕн аталантармалли» тĕллевĕлĕ программăна ют чĕлхепе çеç çирĕппĕн аталантарма палăртнă пулĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем