Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сувар» хаҫат 15 ҫула ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.11.2008 10:07 | 2118 хут пӑхнӑ

Ҫавра сӗтеле хутшӑннисемИрхи Хусан. Чӳкӗн 15-мӗшӗ. Чӳк уйӑхне кура сивӗтме пуҫланӑ ҫанталӑк. Халӑхсен хушшинчи туслӑх ҫурчӗ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра, ҫак ҫуртра «Сувар» хаҫат 15 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионти журналистсемпе хаҫатҫӑсем хушшинче ҫавра сӗтел иртрӗ. Пирӗн сайтран ҫак сайтӑн тӗп администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗ.

Хутшӑнакансем хушшинче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев, Пушкӑртра тухса тӑракан «Урал сассин» тӗп редакторӗ Михайлов Ю.Н., Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ларионов Н.Н., Пушкӑртстанра тухакан «Аван-и» радиокӑларӑмӑн редакторӗ Никитина Т.П, «Сувар» хаҫатӑн малтанхи радакторӗсемпе ӗҫченӗсем тата халӗ ӗҫлекен журналистсем пулчӗҫ. Ҫавра сӗтеле, паллах, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев ертсе пычӗ.

Ҫавра сӗтелте хаҫатсен ӗҫӗнче тӗл пулакан йывӑрлӑхсене, вӗсемпе кӗрешмелли мелсене сӳтсе яврӗҫ. Чи пысӑк тема вырӑнӗнче хаҫатсен тиражӗ пулчӗ. Хаҫатҫӑсем хӑйсен тиражне епле майпа тытса пыни пирки каларӗҫ. Сӑмахран, «Сувар» хаҫат хӑйӗн тиражне ӳстерессишӗн Раҫҫей шайне тухма ӗметленни пирки пӗлтерчӗ — хаҫат тӗрлӗ тӗспе тухни питӗ тӑкаклӑ иккен, ҫавна май вӑл тӑкака саплаштарас тесен хаҫата Тутарстан тулашне те сарма тивет. Тен, ҫапла май, хальлӗхе чӑваш хаҫачӗсӑр юлнӑ чӑваш тӑрӑхӗсем те хаҫатлӑ пулӗҫ. Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем хӑйсен тӑрӑхӗсенчи лайӑххипе япӑх енсене те пӗлтерчӗҫ. Юрий Николаевич Михайлов, сӑмахран, Пушкӑртра чӗлхе саккунне епле пурнӑҫланине тӗрӗслесех тӑнине пӗлтерчӗ — саккуна килӗшӳллӗн предприяти вывескине икӗ чӗлхеллӗ ҫырмарӑн пулсан штраф тӳлеме тивет иккен. Саккунӗ вӑл, чӑнах та, тӗрӗслесе тӑрсан ҫеҫ ӗҫлет. Хаҫатҫӑсем тепӗр пысӑк ыйтӑва хускатрӗҫ — журналҫӑсем хӑйсен опытне пӗр-пӗрне парасси пирки. Ку ыйтӑва Леонтьев пулӑшма шантарчӗ — ытти хаҫатсен «ашшӗ» пулнӑ май, тӗрлӗ тӑрӑхри журналистсене йыхравласа илсе хаҫат редакцийӗнче вӗрентме килӗшрӗ.

#Хусан, #Хыпар, #хаҫатсем, #юбилейсем, #Тутарстан, #Чӑваш Ен, #Чӗмпӗр, #Пушкӑртстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем