Пойковскинчи (ХМАО) наци культурисен центрне ҫӗнӗ музыка инструменчӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ халӑх культурине ҫутатакан пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗнӗ баянсем калама, параппан ҫапма пултараҫҫӗ.
Центрта славян нацисен тата Ҫурҫӗр Кавказ, Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан халӑхӗсен пӗрлешӗвӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем тӗнчери халӑхсен культурине, йӑли-йӗркине, историне уҫса кӑтартакан мероприятисем ирттереҫҫӗ, наци организацийӗсемпе тата ҫамрӑксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ.
Халӗ наци культурисен центрӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗ — Раҫҫей кунӗ — валли хатӗрленеҫҫӗ. Центр ӗҫтешӗсем курав залӗн ӗҫне йӗркелесшӗн. Экспозицире наци костюмӗсене кӑтартӗҫ. Пуш уйӑхӗнче Чӑваш Енрен пирвайхи костюмсем ҫитмелле. Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пойковскинче «Алӗҫ картишӗ» ярмӑрккӑ та йӗркеленмелле.