Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче пурӑнакансем республикӑри тата муниципалитетри спорт объекчӗсене тӳлевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ. Ыран черетлӗ Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Унта хутшӑнакансем валли 4,6 пин ытла лапам уҫӑ пулӗ.
Спорт кунне килекенсем катоксемпе, бассейнсемпе, тренажер тата фитнес залсемпе, стадионсемпе тӳлевсӗр усӑ курма пултараҫҫӗ. Тӳлевсӗр спорт сооруженийӗсен йышӗнче – футбол манежӗ тата Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ.
Ыран ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем, уҫӑ тренировкӑсем, тупӑшусем тата юлташла матчсем пулӗҫ. Программӑпа тӗплӗнрех учрежеднисен сайтӗнче, халӑх тетелӗсенчи страницинче паллашма пулать.
