Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗк округне вӑхӑтлӑха кам ертсе пырасси паллӑ. Ку тивӗҫе Лидия Никитинӑна шанса панӑ.
Лидия Никитина унччен Элӗк округӗн пуҫлӑхӗн экономика, ял хуҫалӑхӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ — экономика тата инвестици политикин пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Паянтан вӑл округ администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пырӗ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Элӗк округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Терентьев хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ.
Каласа хӑварар: ку эрнере тепӗр икӗ округӑн пуҫлӑхӗ улшӑннӑ. Сӑмах – Ҫӗмӗрле тата Сӗнтӗрвӑрри округӗ пирки. Ҫӗмӗрле округне ЧР экономика министрӗн ҫумӗ пулнӑ Дмитрий Бельцов ертсе пыма тытӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрри округне – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Алексей Шурчанов.
