Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшакан Вячеслав Борисов ӗҫрен пӑрахать текен сӑмах тухнӑ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Срочности | Урмары | Новости» (чӑв. Васкавлӑн/ Вӑрмар / Хыпарсем) пабликра пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Вячеслав Аркадьевич отпуск хыҫҫӑн хӑйӗн пуканне пушатӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулма Алексей Ладыкова ҫирӗплетӗҫ.
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Вячеслав Борисова республикӑн парламентӗнче хӑйӗн тулли праваллӑ элчи пулма ҫирӗплетнӗччӗ. Хушӑва республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.
