Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫлекен Вячеслав Борисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Документра каланӑ тӑрӑх, Вячеслав Аркадьевича Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ҫавӑн пек чыслас тенӗ.
Сӑмах май каласан, унччен Вячеслав Борисов Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ.
Нумаях пулмасть вара вӑл ӗҫрен пӑрахать текен сӑмах тухнӑччӗ. Ун вырӑнне Алексай Ладыков йышӑнасси пирки сӑмах-юмах ҫӳрет.
