Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем пирус туртакан кӳршисене суда пама пуҫланӑ. Пурте мар-ха. Анчах хӑшӗсем ӳркенмесӗрех суда ҫитеҫҫӗ. Кун пирки МАХри «Россия 24/7» каналта пӗлтернӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене пирус туртакан кӳршӗсем, чӑнах та, самай канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Уйрӑмах ҫуркуннерен пуҫласа кӗркунне ҫитиччен. Ун чухне чылайӑшӗ хваттер чӳречине уҫӑ тытать. Балкон ҫинче пирус туртса тӑрсан тӗтӗм-сӗрӗм тӳрех хваттере кӗрет. Кил хуҫинне ҫеҫ мар, ыттисенне те.
Пирус туртакан кӳршӗсем пирки калакан ӗҫе маларах судсем ҫулталӑкра пӗр хутчен пӑхса тухнӑ пулсан, халӗ судсем ун пек ӗҫе уйӑхсерен пӑхса тухаҫҫӗ иккен.
Пирус туртакан кӳршӗсене суд пускилӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн явап тыттарать.
