Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑна пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта 150 ытла производитель хутшӑннӑ.
Аса илтерер: ярмӑрккӑсем авӑн уйӑхӗ тӑршшӗпе республикӑри 49 лапамра ӗҫленӗ. Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ, ҫавна май ҫимӗҫсене йӳнӗрехпе туянма май пулнӑ. Ярмӑрккӑра пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла, мӑйӑр, пыл,ҫӑкӑр, сӗткен, курӑк чейӗ тата ытти ҫимӗҫе сутнӑ. Ҫынсем ытларах хамӑр патра ӳстернӗ карпа туяннӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, волонтерсем ватӑ ҫынсене пахча-ҫимӗҫе килех ҫитерсе панӑ. Тӑватӑ эрнере ярмӑрккӑра 336 тонна продукци сутнӑ, 60 проценчӗ – ҫӗрулми. Танлаштарма: пӗлтӗр ярмӑрккӑра 251 тонна продукци сутнӑ.
Правительство ҫуртӗнче ярмӑрккӑ пӗтӗмлетӗвӗсем пирки калаҫнӑ май ӑна тепӗр 2 эрнелӗхе тӑсма сӗннӗ. Ҫынсем питӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн.
