Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Етӗрнере улма-ҫырла сутуҫин ачасене зеленкӑпа ҫӑвантарнӑшӑн явап тыттарнӑ. Суд ӑна 2,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫал утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Суту-илӳ вырӑнӗ тытса тӑракан арҫын хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен сутуҫӑран ҫакна пӗлнӗ: 12-ри тата 13-ри ачасем сентре ҫинчен мандарин вӑрлама хӑтланнӑ иккен. Арҫын вӗсене вӗрентме шухӑшланӑ: ачаснге хӑйӗн машинине лартнӑ та вӑрмана илсе кайнӑ, унта ачасене питне зеленкӑпа ҫума хушнӑ. Ҫакна арҫыннӑн хӗрӗ телефон ҫине ӳкернӗ. Кайран вӗсем ачасене ҫавӑнтах хӑварса хӑйсем таврӑннӑ. Пӗртӑвансен каялла хӑйсен тӗллӗн таврӑнма тивнӗ.
Арҫынна 2 эрнерен кӑна тытса чарнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл республикӑран кайма ӗлкӗрнӗ. Ҫакна та палӑртмалла: суд унран ачасем валли 440 пин тенкӗ шыраса илме те йышӑннӑ.
