Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Студентсен ҫуркунни» пуҫланчӗ. Кӑҫалхи пултарулӑх марафонне Чӑваш тата вырӑс филологийӗн, журналистика факультечӗн студенчӗсем уҫрӗҫ. Вӗсем ют чӗлхесен тата математика факультечӗсенче вӗренекенсемпе пӗрле «Ф3» команда йӗркеленӗ. Ку ушкӑн ҫиччӗмӗш ҫул ӗнтӗ фестивале пӗрремӗш пуҫласа хӑйӗн пысӑк шайне кӑтартать.
Студентсем куракансене коммуналлӑ хваттере куҫса килнӗ ҫамрӑк ҫинчен каласа паракан концерт кӑтартрӗҫ. Кӳршӗсен хушшинче вӑл аякран пӑхса тӑракан кӑна пулаймасть, хӑй те пӗтӗм ӗҫе хутшӑнать. Залта куракан йышлах пулман пулин те, студентсен ӑсталӑхне хытӑ алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Ҫакӑн пек кӑсӑклӑ концерт лартмашкӑн ҫамрӑксен ир те, каҫ та нумай вӑй хума тивнӗ. Малашне марафонра тата ҫичӗ команда хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗ.
