Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: 15-ри хӗрача ултавҫӑсене 370 пин тенкӗ куҫарса панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.01.2026 13:29 | 26 хут пӑхнӑ
Хулара
miloserdie.ru сайтри сӑн
miloserdie.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 15 султи хӗрача ултавҫӑсене 370 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах палламан ҫын шӑнкӑравланинчен пуҫланнӑ.

Ҫак арҫын сим-карттӑ срокӗ тухнӑ, ӑна тӑсмалла тесе ӗнентернӗ, смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗрача пӗтӗмпех пӗлтернӗ. Ҫав кунах ун патне «Чӑваш Енри Тӗп ҫар округӗн Ҫар прокуратурин юстици советникӗ» шӑнкӑравланӑ, унччен шӑнкӑравланӑ палламан арҫын ултавҫӑ пулнине, вӑл хӗрача ячӗпе счет уҫнине, унти ҫур миллион тенке Украина ҫарӗсем валли куҫарма хӑтлананнине пӗлтернӗ. Куншӑн хӗрачана явап тыттараҫҫӗ тесе хӑратнӑ. Анчах кун пирки никама та калама хушман. Хӗрача хӑраса ӳкнӗ, палламан ҫын хушнине пурнӑҫласа пынӑ — амӑшӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн телефонӗ урлӑ онлайн майпа 370 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.

Аферистсем юлашкинчен хӗрачана тур паллисем тӑрӑх биометри тумалла тесе ӗнентернӗ, тумне хывса камера умӗнче ҫаврӑнма хушнӑ.

#Шупашкар, #укҫа-тенкӗ, #ултавҫӑсем, #ачасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем