Шупашкарти дальнебойщик Новосибирскран Мускава кайнӑ чухне ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Евгений Кудряшов М-5 ҫул ҫинче ҫухалнӑ. Мускава кайнӑ чухне вӑл ирхине аварие лекнӗ – унӑн фури кювета тухса кайнӑ. Иртен-ҫӳрен водитель чарӑнса ӑна пулӑшу сӗннӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ. Тепӗр 20 минутран ҪҪХПИ ӗҫченӗсем килнӗ, анчах унта никам та пулман. Докуменчӗсем, банк карттисем ҫавӑнтах юлнӑ.
3-4 кунран водителе шырама пуҫланӑ. Арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, авариччен 2 сехет маларах вӑл упӑшкипе телефонпа калаҫнӑ, унӑн кӑмӑлӗ аванах пулнӑ.
Ҫывӑхри вӑрманта йӑлтах шыранӑ. Авари вырӑнне арӑмӗ те килнӗ. Анчах водителе тупайман. Арӑмӗн шухӑшӗпе, упӑшкине укҫа ыйтса илес тӗлӗшпе вӑрланӑ.