«Чӗрене ачасене паратӑп» сумлӑ конкурсӑн куҫӑн мар майпа иртнӗ федераци тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри ӑста педагог Ирина Диарова суйлав витӗр тухса иккӗмӗш тура тухнӑ. Ӑна «Регионти этнокультура еткерлӗхне упраса хӑвармалли программӑсене пурнӑҫлакан хушма пӗлӳ педагогӗ» номинацире палӑртнӑ.
Экспертсем Ирина Алексеевнӑн Чӑваш Енри йӑла-йӗркене тата культура еткерлӗхне халалланӑ программине пысӑк хак панӑ. Иккӗмӗш тур утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 10-мӗшӗччен иртӗ. Финал авӑнӑн 23-26-мӗшӗсенче Новосибирск хулинче пулӗ. Ирина Алексеевнӑна ӑнӑҫу сунатпӑр! Иккӗмӗш тура тухни те – пысӑк ҫитӗнӳ.
Палӑртса хӑварар: конкурса РФ Ҫутӗҫ министрстви тата Халӑх вӗрентӗвӗпе ӑслӑлӑхӗн ӗҫченӗсен профсоюзӗ йӗркелет.