Красноармейски округӗнчи Йӗпрем ялӗнчи пӗве патӗнче халӗ чӑннипех те лайӑх канма пулать. Унта пляж тунӑ.
Пляжа Йӗпремре пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Унта халӗ хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑн, душ пур, ҫавӑн пекех шыв кӗрет, юхса тухать. Тавралла вара карта тытса ҫавӑрнӑ.
Ку кӑна мар. Пуласлӑхра унта шезлонгсем, катамарансем пулӗҫ, сулхӑнра выртма сунчӑксем вырнаҫтарӗҫ. Хӗлле вара пӗвене вӑйӑсем выляма тасатӗҫ.