Комсомольски округӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче карантин тесе палӑртнӑ. Ку – тилӗ виллине пула.
Ӑна экспертизӑна панӑ, унти специалистсем тилӗ урнӑ чирпе чирлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ.
Ветеринарсем чир ан сарӑлтӑр тесе выльӑх-чӗрлӗхе вакцинаци тӑваҫҫӗ. Халӗ ялта чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем ирттерме, суту-илӳ тума икӗ уйӑх юрамасть.