Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин тӗп стадионӗнче массӑллӑ «Ҫӑлтӑрпа зарядка» иртнӗ. Сывлӑха ҫирӗплетекен меропритие сывлӑхлӑ пурнӑҫа кӑмӑллакансем — ача пахчин шӑпӑрланӗсем, шкул ачисем, студентсем, сывлӑха сыхлакан, вӗренӳ, обществӑлла организаци отраслӗсен ӗҫченӗсем — хутшӑннӑ пулнӑ.
«Ҫӑлтӑрпа зарядка» массӑллӑ мероприятие Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов уҫнӑ пулнӑ. Вӑл пурне те спортпа туслӑ пулма, сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсе каланӑ.
Сывлӑха ҫирӗплетекен акцие хутшӑнакан 2 пин ҫынна бокс спорт тӗсӗн Тӗнче, Европа чемпионӗ Валерий Львов тата хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хулана ҫитнӗ республикӑри спорт-сывлӑха ҫирӗплеткен аэробикӑпа фитнесӑн федераци президенчӗ Оксана Дьячук килни хытах савӑнтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ хусканусем кӑтартнӑ, зарядкӑна пуҫтарӑннӑ халӑх вара ҫав хусканусене туса пынӑ.
Ҫанталӑкӗ те паян Ҫӗрпӳ хулан ҫыннисене савӑнтарас тенӗ. Хӗвел ӑшшипе зарядкӑна хутшӑнакансем эрнелӗхе хастарлӑха пухнӑ. Юлашкинчен вара ҫынсем ҫакӑн йышши акцийӗ час-часах ирттермелли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.