«Сӑрҫи» заповедникри фотокапкӑна упа лекнӗ. Заповедник ӗҫченӗсем ӑна палласа та илнӗ.
Упана фотокапкӑн малтан утӑ уйӑхӗнче ӳкернӗ. Ун чухне унӑн пуҫӗ ҫинче сулахай енче суран пулни палӑрнӑ.
Хальхинче те фотокапкӑна ҫав упах лекнӗ. Пуҫӗ ҫинче суран пулнӑ, вӑл кӑштах пӗчӗкленнӗ. Суран ӳт илме пуҫлани, упа кӑштах самӑрланни палӑрнӑ. Эппин, утаман йӗркеллех хӗл каҫма выртӗ.