Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Михаил Игнатьевӑн Пӗлӳ кунӗ ячӗпе янӑ саламӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.09.2013 07:00 | 1898 хут пӑхнӑ
http://teley.webnode.ru сайтри ӳкерчӗк
http://teley.webnode.ru сайтри ӳкерчӗк

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫӗнӗ пӗлӳ илесшӗн ҫунни, професси ӑсталӑхне лайӑхлатса пыма, ӑс-хакӑл тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен аталанма ӑнтӑлни — ку чухнехи пурнӑҫӑн мӗн пур тытӑмӗнче ҫыншӑн ӑнӑҫӑвӑн никӗсӗ.

Чӑваш Ен вӗренӳ тытӑмӗ тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫынна пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухмашкӑн пулӑшма тивӗҫлӗ. XXI ӗмӗр ыйтнипе килӗшӳллӗн мӗн пур шайри вӗренӳ учрежденийӗсенче анлӑ модернизаци пырать, пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, вӗренӳ тата лаборатори оборудованийӗ ҫӗнелет.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Республикинче 1000 ытла вӗренӳ заведенийӗ хӑйсен алӑкӗсене уҫать. Вӗсенче 318 пин вӗренекенпе студент, ҫав шутра пӗрремӗш класа каякан 13 пин ача, пӗлӳ илӗҫ.

Юлашки 3 ҫулта шкулсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме 3,5 млрд ытла тенкӗ хывнӑ. Ҫак вӑхӑтра юсав кирлӗ шкулсен 50 ытла процентне ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Хуласенчи тата ялсенчи пысӑк шкулсен апатланмӑшӗсене модернизацилеме 210 млн тенкӗ уйӑрнӑ, ҫавна май ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисен 70 ытла проценчӗ ку чухнехи оборудовани ҫинче хатӗрленӗ паха апата ҫийӗ.

Юлашки икӗ ҫулта республикӑра ача сачӗсем анлӑн тума пуҫларӗҫ. Строительство, юсав шучӗпе тата ача пахчисенчи лаптӑксемпе тивӗҫлипе усӑ курнипе 2011–2013 ҫулсенче ҫӗнӗрен 13 610 вырӑн уҫӑлнӑ. 2015 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре ача пахчисенчи черет ыйтӑвне татса парӗҫ.

Шанатӑп: Чӑваш Республикин вӗренӳ тытӑмӗ малашне те конкуренцие хутшӑнма пултаракан, пысӑк пӗлӳллӗ тата культурӑллӑ специалистсем хатӗрлӗ.

Пурне те ырлӑх-сывалӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, пултарулӑх ӗҫӗнче ӑнӑҫу, телей сунатӑп!

Чӑваш Республикин Элтеперӗ М. Игнатьев

#Пӗлӳ кунӗ, #уявсем, #саламсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем