 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Пирӗн республика яланах сывлӑхлӑ пурнӑҫа пропагандӑланӑ. Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне те ку йӑла пӑрахӑҫланман. Шупашкар ҫыннисем, хула хӑнисем Хӗрлӗ тӳремре иртекен массӑллӑ ирхи зарядкӑна тухнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМ управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх унта пурӗ 28 пин ҫын хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ професси ӗҫченӗсем, студентсем, шӑпӑрлансем пӗрлӗхлӗ упражнени комплексне тунӑ. Массӑлӑ зарядкӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, министертсвӑпа ведомствӑ ертӳҫисем тата депутатсем те хутшӑннӑ.
Сехет хушши паллӑ спортсменсемпе тренерсем сцена ҫинчен стэп-аэробикӑпа физкультура упражненийӗсен элеменчӗсене кӑтартнӑ. Вӗсен шутӗнче совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов та пулнӑ. Унсӑр пуҫне зарядкӑна хутшӑнакансене пурне те хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗпе Виктор Логинов («Счастливы вместе» сериалта Гена Букин рольне выляканӗ) актер савӑнтарнӑ.
Массӑллӑ зарядкӑна ватти-вӗтти те хутшӑннӑ. Ҫапла вара ӗнер, Хула кунӗнче республика ҫыннисем хӑйсен тӗслӗхӗпе спортпа туслӑ пур вӑхӑтра та пулма пултарассине ҫирӗплетсе панӑ.
Хӗрлӗ тӳремре иртекен массӑллӑ зарядкӑ тивӗҫлипе Гинесс рекорд кӗникине кӗме пултарать. Паянхи куна вара ҫак ӗҫпе вунӑ кун хушшинче кирлӗ хутсем пуҫтарма планланӑ.
