ЧР Элтеперӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тӳрӗ лини ирттернӗ вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ыйту янӑ. Вӗсен ҫурт стени ҫурӑлса кайнӑ. Ҫынсем управляющи компанипе кӗрешсе ывӑннӑ-мӗн. Вӗсем хӑйсен укҫипе экспертиза тутарнӑ. «Ҫурт ҫынсемпе пӗрле йӑтӑнса анасса кӗтеҫҫӗ-и?» - тенӗ унта пурӑнакансем.
Республикӑри патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ ку ыйтӑва сӑнаса тӑрать. Ҫурт – общежити, ӑна 1967 ҫулта хута янӑ. Унта пӗтӗмпе 161 хваттер. Раштавӑн 22-мӗшӗнче лару иртмелле пулнӑ. Унта ҫурта авариллисен йышне кӗртмелле пулнӑ. Анчах «Никама пӑхӑнман экспертиза» организаци тунӑ отчетра кирлӗ даннӑйсем ҫук-мӗн. Ҫавӑнпа ларӑва куҫарма йышӑннӑ. Хӑҫана хальлӗхе паллӑ мар.