Ҫулталӑк вӗҫлениччен пирӗн республикӑн тӗп хулинче вӑрах вӑхӑт хӑпартакан сахалтан та виҫӗ ҫурта туса пӗтермелле. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче шантарса каланӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 366 пайтаҫӑн ыйтӑвӗ татӑлмалла.
Асӑннӑ ҫуртсем «Соляное» микрорайонта, Калинин урамӗнче тата «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗнче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Энергетиксен урамӗнчи ҫурта туса пӗтересшӗн.
Ӗмӗтре ытти темиҫе объект та пур.