Хуласенче куллен тенӗ пек капмар ҫуртсем ӳссе лараҫҫӗ — тӗрлӗ администраци е офис ҫурчӗсем, пурӑнмалли пӳртсем тата ытти тӗслисем те. Шел те, пӗр-пӗр ҫурт-йӗре хута янипе пӗрлех ача-пӑча вылямалли лаптӑк валли те выран уйӑрасси пирки ҫурт тӑвакансем хӑш чухне манаҫҫӗ.
Вӑрнар посёлокӑн Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ачасем вылямали ҫӗнӗ лаптӑк уҫӑлнӑ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасене савӑнтарнӑ — ара ӑна уҫасса вӗсем тахҫанах чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Ҫӗнӗ ача-пӑча картишӗ Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ — кунта чуччу, карусель, ача-пӑчасем валли ӑсталанӑ сӑрт пур.
Ача-пӑча вылямалли лаптӑка тума пурӗ 348 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ӗҫе «УМК Строй» ТМЯО (Екатеринбург) пурнӑҫланӑ. Кӑҫал хута янисене шута илсен Вӑрнар хулинче ку картиш виҫҫӗмӗш пулать — тепӗр икӗ лаптӑка ҫу уйӑхӗнче «Август» АХО фирма парнеленӗ.