Кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗмелли пӗрремӗш кун вырсарние лекет. Анчах хӑҫан шкула кайсан аванрах: вырсарникун-и е тунтикун, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче-и? Кун тавра пуҫ ватнӑ май ЧР Вӗренӳ министерстви ыйтӑва хӑй тӗллӗн мар, ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсемпе вӗрентекенсене явӑҫтарса татса пама шут тытнӑ. Ҫапла вара халӗ ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне кӗтеҫҫӗ. Пӗлӳ кунне вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерсен, уншӑн авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче канмалла тӑвӗҫ.
Шухӑша Вӗренӳ министерствин сайтӗнче, «Чӑваш Енӗн вӗрентӗвӗ» порталта, «Чӑваш Республикин ҫамрӑксен порталӗнче» тата республикӑн влаҫ органӗсен порталӗн тӗп страницинче пӗлтерме май туса панӑ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленет.