Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Пӗрле ларса калаҫар-ха!» ярӑм пӑхма сӗнеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.10.2022 07:51 | 1003 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Rutube-каналта «Пӗрле ларса калаҫар-ха» рубрика уҫассине пӗлтернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрӗ йӗркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова ертсе пырӗ.

Вӗренӳ институтӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Ираида Матьянова — тӑван чӗлхе, ҫав шутрах вырӑс чӗлхи те, вӗрентекенсен Раҫҫей шайӗпе иртекен ӑсталӑх урокӗсен конкурсӗн «Ӑста вӗрентекен» номинаци ҫӗнтерӳҫи, «Чӑваш Енри патшалӑх организацийӗсенчи чи ӑста вӗрентекен» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи, Вырӑс патшалӑх чӗлхи тата Раҫҫей Федерацийӗ халӑхӗсен тӑван чӗлхисене вӗрентекенсен меслетлӗх ӗҫӗсен конкурсӗн лауреачӗ.

«Пӗрле ларса калаҫар-ха» рубрикӑра тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Ҫав шутра — чӗлхепе ҫыхӑннисене те. Тӗслӗхрен, пирӗн ачамӑрсем кӑна мар, мӑнуксем те чӑвашла калаҫчӑр тесен мӗн тумалла?

#чӑвашлӑх, #культура, #чӑваш чӗлхи, #Вӗренӳ институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1085.47.8759
2022.10.17 13:53
Agabazar
Ĕнтĕ халĕ Шупашкарта хавшак сывлăхлисене çеç чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ-шим? Çавăн вĕçне юлтăмăр-и?

Хавшак сывлăхлисем те вĕренеççĕ пулсан, хавшак маррисем те вĕренме пултараççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем