Кӗҫнерникун NASA-н Juno (Юнона) космос аппарачӗ Юпитерӑн Европа уҫлӑхташӗнчен (спутникӗнчен) 357 ҫухрӑмра вӗҫсе иртнӗ. Ҫакӑ юлашки 20 ҫул хушшинче NASA космос карапӗ Европӑпа чи ҫывӑхра вӗҫсе иртни шутланать.
Ӑсчахсем Юпитерӑн шӑнса ларнӑ хулӑн хуппи айӗнче океан пулма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ, шыв айӗнче пурнӑҫ пулма пултарасса шанаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шаннӑ тӑрӑх вӗсем калӑпӑшӗпе Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташне ҫывӑх Европа сийӗ ҫинчен тухакан тапса тӑракан шыв юписене сӑнама тивӗҫ.
Ҫак сӑнавсем агентствӑна Europa Clipper миссине хатӗрленӗ чухне планлама пулӑшӗҫ, ӑна 2024 ҫулта вӗҫтерсе яма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул ЕКА Juice (Jupiter Icy Moons Explorer) Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗсене тӗпчекен мисси старт илӗ.
Европа патне чи ҫывӑха вӗҫсе пынисен ретне халӗ те «Галилео» ятлӑ NASA космос аппарачӗ йышӑнать. 2000 ҫулта вӑл уҫлӑхташ патне 351 ҫухрӑма ҫывхарнӑ.
Agabazar // 4033.0.8951
2022.10.02 19:52 | |
«Ухмах» чăваша çакăн пек «ăнлантарса» памалла пуль ĕнтĕ... |