Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ ӑсчахӗ, словарьсене хатӗрлекен ӑста, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтaрӗ Скворцов Михаил Иванович профессор 75 ҫул тултарчӗ. М. И. Скворцов Канаш районне кӗрекен Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. 1967-77 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, 1977 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Вӗрент? институтӗнче ӗҫлет. 1960-64 ҫулсенче вӑл Наукӑпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) чӗлхе пайӗнче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Каир университетӗнче стажировкӑра пулнӑ, араб чӗлхине тӗплӗн вӗреннӗ. Михаил Иванович ҫак ҫулсем хушшинче нумай-нумай словарь хатӗрленӗ (хӑех редактор та):
* Чӑвашла-вырсла словарь (1989, 240 с.),
* Чӑвашла-тутарла словарь (1994, 38 с.),
* Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004, 222 с.),
* Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла словарь (2006, 432 с.),
* Русско-чувашский словарь юридических терминов (2006, 304 с.)
* тата ыттисем те.
Паян, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, гуманитари институчӗн чӗлхе пай ӗҫтешӗсем юбиляра ырлӑх-сывлӑх, малашлӑхри ӗҫсенче ӑнӑҫу, палӑртса хунӑ ӗҫсене вӗҫлеме вӑй-хал сунчӗҫ.
Пирӗн пӗрлӗх те Михаил Ивановича 75 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлать, ҫӗнӗ хайлавсем кӗтет.
