Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те хитре ҫанталӑк тӑрать тенине илтмен-и? Халӑхра ҫапла калаҫни илтӗнкелет. Чӑнах та ҫапла-ши?
Ҫурла уйӑхӗ типӗ килчӗ. Кунашкалли 2011 ҫултанпа пулман. Ҫумӑр вӑрах ҫуманнипе республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра та ҫумӑр нумаях ҫумӗ. Вӑл та пулин тепӗр эрнерен ҫеҫ пулӗ. Шӑрӑх пуласса кӗтмелле мар. Авӑн пуҫламӑшӗнче тӑрук сивӗтӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче тӑм ӳкме пултарӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑрах пулӗ, 20 градус таран та кӑтартӗ термометр. Авӑнӑн 16-25-мӗшӗсенче «карчӑк ӑшши» пулӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ.