Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Л. Сергеев профессор Патшалӑх премине тивӗҫрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.06.2013 20:47 | 1331 хут пӑхнӑ
Л.П. Сергеев
Л.П. Сергеев

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Л.П. Сергеев «Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1, 2» (Шупашкар: Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, 2008) кӗнекешӗн Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи патшалӑх премине илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ку кӗнекере Чӑваш Республикинче тата республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсен пуплевӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ, диалектологи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Кӗнекере учёнӑйӑн нумай енлӗ ӗҫӗн чи кӑсӑкланса тунӑ пайне пӗтӗмлетнӗ теме пулать, мӗншӗн тесен Леонид Павлович ӑслӑлӑх ҫулне диалектологирен пуҫланӑ, хӑйне яланах диалектолог тесе шутланӑ.

Диалектолог ӗҫӗ — чи йывӑр ӗҫ, мӗншӗн тесен яланах вӗҫӗмсӗр ҫӳревре пулмалла, пур ҫӗрте те ҫынсемпе калаҫмалла, ҫынсен калаҫӑвне итлеме тата илтме пӗлмелле, калаҫнине ҫырса илме ӗлкӗрмелле, мӗн ҫисе ӑҫта выртса-тӑрса пурӑнас пирки те шухӑшламалла. Тӗпчевҫӗ йывӑрлӑхсенчен хӑраман, ҫанталӑк юрлӑ е ҫумӑрлӑ пулнине пӑхман – район хыҫҫӑн района кайнӑ, ял хыҫҫӑн яла утнӑ. Кутамккара куллен кирлӗ япаласем пулнӑ, алӑра — пӑт ытла таякан магнитофон.

Ӑсчах хӑй ӗҫне аслӑ шкулта вӗренекенсене, шкулта чӑваш чӗлхипе ӗҫлеччӗр тесе пысӑк программа тунӑ, ӑна чӑвашсем пурӑнакан ялсене пӗтӗм Раҫҫей ҫӗрӗпе салатнӑ. Тӗпчевҫӗ программипе ӗҫлекен кашни чӑвашран каярахпа тӑван ял калаҫӑвӗпе кӑсӑкланманни никам юлмарӗ теме юрать.

Кӗнекепе тӗпчевҫисем кӑна мар, ытти тӗрӗк чӗлхеҫисемпе финн-угр чӗлхисен тӗпчевҫисем те уса курма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен кунта тӑван чӗлхемӗрӗн тата кӳршӗллӗ халӑхсен чӗлхин тытӑмне, историне, халӑхсен кун-ҫулне ӑнлантармалли нумай-нумай материал тупма пулать. Чӑваш диалекчӗсене пӗлни пире литература чӗлхине пӑхӑнса калаҫма тата ҫырма пулӑшать.

Ӑсчах тӗрӗк чӗлхеҫисенчен чи малтан чӑваш чӗлхин диалектологи карттине тунӑ. Ку картта, шел те, тӗрлӗ сӑлтава пула (Совет Союзӗ арканни, укҫа-тенкӗ ҫитменни т.ыт.те) паян кунччен те пичетленсе тухман. Апла пулин те ку ӗҫ те халӑх вуламалла пуласса шанатпӑр.

#ҫитӗнӳсем, #ЧППУ, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем