Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Лапсар проездне ҫитес ҫул юсӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 24.11.2021 19:03 | 96 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Лапсар проездне юсамалла тесе пӑшӑрханакансем питех те йышлӑ. Асӑннӑ центр специалисчӗсем ун пек ҫырнине 15 хутчен шута илнӗ.

Шупашкарта пурӑнакансем кун пирки паллӑ пабликсенче евитлеҫҫӗ иккен. Хула ҫыннисем ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ҫулпа машинӑпа ҫӳреме йывӑр, унта та кунта шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.

«Канаш шосси урамри 7-мӗш ҫурт патӗнчен тытӑнса Лапсар проезчӗпе кайса пӑхма сӗнетӗп. Тивӗҫлӗ мера васкавлӑн йышӑнӑр! Щебень, асфальт вакки, хӑть мӗн те пулин тупса сарӑр. Ҫулпа ҫӳреме май ҫук!», — теҫҫӗ иккен ҫынсем.

Хула ертӳҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫула юсассипе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине хатӗрленӗ, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларма ярса панӑ. Экспертиза витӗр тухсан ҫула юсакана палӑртма аукцион ирттерӗҫ. Ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртаҫҫӗ.

#ҫул-йӗр, #Лапсар, #тӗнче тетелӗ, #халӑх ушкӑнӗсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Раштав кӗллине НТРК тӳрӗ эфирта кӑтартӗ
2021, 01, 05
Ҫул-йӗр тата транспорт ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать
2021, 01, 27
Ҫыравҫӑсен ертӳҫине палӑксем пӑшӑрхантараҫҫӗ
2021, 05, 20
Шкул ятне йӑнӑш ҫырнӑ
2021, 06, 17
Йӑлӑмра йывӑҫсем ӳксе пӗтнӗ
2021, 08, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org