Пӗр-пӗр предприяти е учреждени, е тата уйрӑм ҫын пирки халӑха каласа парассипе ятарлӑ специалистсем тар тӑкнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа усӑ курса каласан, пиар теҫҫӗ-ха ӑна. Пиар енӗпе тӑрӑшакансен ӗҫӗнче хӑйсен ятарлӑ вӑрттӑнлӑхсем пур.
«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тенине тӗпе хурса пурӑнакансен талпӑнмалли-ӑнтӑлмалли яланах тупӑнать. Акӑ, патшалӑх служащийӗсем «Халӑхпа ӗҫлессинчи тухӑҫлӑ PR» программӑпа квалификацие ӳстерес тесе кӗҫех парта хушшине ларӗҫ.
Кун пирки патшалӑх заказӗсем пирки хыпарламалли официаллӑ сайтра пӗлтерӳ тухнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, вӗрентекене суйлама Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ аукцион ирттерет. Пӗлтерӳре ҫырнӑ тӑрӑх, парта хушшине 25 служащи ларӗ. Вӗсен ӑсталӑхне пурӗ 72 сехет хушши туптамалла. Анчах кунне 8 сехетрен ытла «тиемӗҫ». Патшалӑх служащийӗсене вӗрентме пӗтӗмпе 189 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.