Чӑваш Енре ҫулла виҫӗ уйӑхра 33 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
33 ҫынран виҫҫӗшӗ – ачасем. Ҫак инкексенчен чылайӑшӗ шыва кӗме хатӗрлемен вырӑнсенче пулнӑ. Нумай тӗслӗхре ҫынсем ӳсӗр шыва кӗнӗрен инкек пулнӑ. Ачасем вара ҫумра аслӑ ҫынсем асӑрхаман чухне шыва кӗрсе вилнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шыва кӗмелли сезон официаллӑ майпа вӗҫленнӗ. Малашне пляжсенче ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем дежурствӑра тӑмӗҫ.