Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Чӑваш тӗнчи» фотоконкурс иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.08.2021 07:22 | 1352 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чӑваш тӗнчи» фотоконкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Унта педагогсем, фотоӳнер ӑсталӑхне алла илекенсемпе фотоӗҫе юратакансем хутшӑнайӗҫ. Сӑнӳкерчӗксенче Чӑваш Ен ҫутҫанталӑкне, историне, культурине, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сӑнламалла.

Конкурсӑн теми темиҫе. «Вӗрентекен яту сан сумлӑ, ӗҫӳ хӑватлӑ, пархатарлӑ» ятлинче шкулпа вӗрентекенсен пурнӑҫӗнчи самантсене уҫса памалла, «Ик алӑра пӗр ӗҫ вӗрет» – ялти тата хулари производство коллективӗсен тӑрӑшӑвне кӑтартмалла («Производствӑри портрет», «Репортаж сӑнӳкерчӗкӗ», «Фотоочерк», «Фотофильм»). «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» чӑваш ӑстисемпе паллаштарма тивӗҫ. Кунта «Ушккӑнпа ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене», «Производствӑри портрета», «Репортаж сӑнӳкерчӗкне», «Фотоочерка», «Фотофильма» йышӑнӗҫ. «Ытарайми тӑван тавралӑх» номинаципе хутшӑнас тесен пейзаж ӳкерсе илмелле. «Тӗнчере 100 тӗрлӗ кӗнчеле» номинацие килӗштерекенсем чӑвашсен пурлӑх мар культурипе (тухья-хушпупа, йӗке-кӗнчелепе, шӗшлӗ-аптрипе тата ыт. те) «Натюрморт» тата «Производство портречӗ» урлӑ паллаштарасса шанаҫҫӗ. «Мӗнле анлӑ ман Тӑван ҫӗршывӑм» номинацие суйланисенчен чӑваш диаспорисенчи сӑнӳкерчӗксене кӗтеҫҫӗ. «Асран тухмаҫҫӗ ҫулӑмлӑ ҫулсем» вӑрҫӑ ветеранӗсен портречӗсемпе тата Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ самантсемпе паллаштарӗ. Ҫӗнетсе хитрелетнӗ кивӗ сӑнӳкерчӗксене «Асамлӑ арча» ярӑмпа йышӑнӗҫ.

Ӗҫсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8(8352) 45-99-96.

#Вӗренӳ институчӗ, #вӗренӳ, #чӑвашлӑх, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем