Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Инкек алӑкран шаккаса килмест теҫҫӗ ваттисем. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнче хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче асӑннӑ ялта ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳксе пӗр хӗрача реанимацине лекнӗ, тепӗр ултӑ ҫулхине вара шел пулин те ҫӑлма ӗлкереймен.
Чӑваш Ен ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх 9 тата 6 ҫулхи хӗрачасем пӗве хӗррипе велосипедпа ярӑннӑ май ӑнсӑртран шыва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа курнӑ кӗҫӗн ҫулсенчи хӗр пӗрчи яла, кукамӑш патне пулӑшу ыйтма чупнӑ. Лешӗ 9 ҫулхи хӗре ҫӑлма ӗлкернӗ, кӗҫӗнреххине вара кайран ял арҫыннисем шывран кӑларнӑ. Анчах та вӑл вӑхӑталла хӗрача сывламан ӗнтӗ.
Кун йышши инкек хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем валли ҫав тери пысӑк хуйхӑллӑ. Нихҫан лӑпланма пӗлмен ырату туйӑмӗ пурнӑҫ ҫулӗпех чӗрене хумхантарса пурӑнӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене тимлӗрех пӑхмалла, йӑнӑшсенчен сыхланма вӗрентмелле, шӑпӑрлансен те асӑрхануллӑрах пулмалла. Пурнӑҫ вӑл — вӑйӑ мар.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.05.20 22:17 | |
http://chuvash.org/news/1584.html — çак пĕве пулман-ши ĕнтĕ? //ача тавраш путса вилсен пĕвесене татса яраканччĕ (ун пек халап сахал мар илтсе) — çав пĕвене те вара татса ярĕç-ши? | |
