Республикӑра машинсен шучӗ ӳснерен ҫул ҫинчи лару-тӑру йывӑрлансах пырать. Машинлӑ пулни лайӑх та, анчах унпа шофёрсен ҫул ҫинче тӗрӗс-тӗкел ҫӳреме те пӗлмелле. Чи хӑрушлӑ инкек вӑл — ачасемпе ҫыхӑннӑ тискер пулӑмсем. Кӑҫалхи ҫул кӑтартӑвӗпе республикӑра ун пек инкексем 22 ҫитнӗ, вӗсенче 24 ача аманнӑ.
Чи тӑтӑш тӗл пулакан ҫул инкекӗсенчен пӗри вӑл — машинсем ачасене «пырса ҫапни». Кӑҫалхи кӑтартупа килӗшӳллӗн ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ ҫавӑн йышши пулӑмсем пӗтӗмпе 18, вӗсенчен 7-шӗнче транспорт хатӗрӗ ачасене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта ҫапса кайнӑ, 8-шӗ вара пурӑнмалли ҫурт-йӗр таврашӗнче пулса иртнӗ.
Нумай чухне ачасене хӑйсене айӑплама пулать. Таҫта васканни, асӑрханманни, чӑтӑмсӑрлӑх инкек патне ҫитерет те ӗнтӗ.
Хулара шофёрсен хӑсен тимлӗхне уйрӑмах ҫивӗч тытмалли пирки асаилтерес килет. Ҫул ҫинче те ача-пӑчан выляс шухӑшӗ пысӑк пулнине шута илсе асӑрхануллӑрах пулмалла.