Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пулнӑ пушарта 6 ҫын вилнӗччӗ, вӗсенчен 3-шӗ ачасем. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Следстви пушар сӑлтавне палӑртнӑ. Инкекшӗн ҫав пушарта ҫӑлӑнса юлнӑ 51 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.
Вӑл – пӳрт хуҫи. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр холодильнике пула тухнӑ. Вӑл хутса ӑшӑтман ҫенӗкре ларнӑ. Холодильникӗн ӗҫлемелли срокӗ тухнӑ пулнӑ. Анчах унпа малалла усӑ курнӑ.
Аса илтерер: амӑшӗ икӗ хӗрӗпе, виҫӗ мӑнукӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ пулнӑ. Ҫавӑн чухне пӗр хӗрӗ ҫулӑм тухнине курсан кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ пуҫ тӑрӑх шыв ярса, утиялпа чӗркенсе урама тухнӑ, кӳршине чӗннӗ. Анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле йӑлтах ҫуннӑ.