Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫул ҫинче хӑрушӑ инкек тӳснисен ҫемйисене укҫа парса пулӑшӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 15.05.2013 17:26 | 1125 хут пӑхнӑ
Тӑванӗсем Пензӑна ҫитнӗ
Тӑванӗсем Пензӑна ҫитнӗ

Ытларикун Чӑваш Енри 10 ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килни пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Синкер пирки эпир те хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчен Сочине ӗҫлеме тухса кайнӑ арҫынсем ҫав кун ҫул ҫинче инкеке лекнӗ — вуннӑшӗ (ҫав шутра водитель те) вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ йывӑр суранланнӑ.

Сӑмах май, халӗ ытти хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗх те уҫӑмланчӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, водителе шутласан салонта 20 ҫын пулнӑ. Унччен 19-ӑн тесе ҫырнӑччӗ. Раҫҫей шайӗнчи хӑш-пӗр МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр пассажирӗ кафере тӑрса юлнӑ, тӗрӗсрех, асӑрхаманнипе ӑна пӑрахса хӑварнӑ имӗш. Ку сӑмах чӑнлӑхпа тӳр килсен ун пирки кӗпепе ҫуралнӑ тесе хӑюллӑнах калӑн.

Ҫакна та палӑртмалла. Шучӗпе пӗчӗк автобусра 13 ҫын кӑна лармалла пулнӑ иккен. Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман-мӗн. Инҫе ҫула ӗҫе ҫӳрекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑм ҫулта ҫыхӑнса килме те кансӗр. Апла-и, капла-и, анчах водитель ҫывӑрса кайман тӑк (инкекӗн официаллӑ версийӗ шӑпах ҫавӑн пек) хирӗҫ килекен ҫул ҫине вӑл тухса кайман пулӗччӗ. Кунсӑр пуҫне водитель ҫав кун ирпе Сочие пырса ҫитнӗ, каялла та ҫав кунах тухнӑ текен хыпар та ҫӳрет. Тепӗр тесен, икӗ водитель пулсанах руле ылмашса тытса килетчӗҫ-ха ӗнтӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, халӗ кун пирки калаҫнин те усси пулас ҫук. Малашне ҫавӑн пеккинчен асӑрханма ыттисем шута илсен кӑна ӗнтӗ...

Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев инкек тӳснисен ҫемйисене пулӑшма ӗнер шантарнӑччӗ. Паян вара республикӑра ятарлӑ йышӑну та тунӑ иккен. Сӑмах май, ЧР Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвне вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Правительствин саппас фондӗнчен 150 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫаран 80 пинне вилнисене пытарма уйӑрӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ ҫемьесене пулӑшма 5-шер пин тенкӗ, куҫне вӑхӑтсӑр хупнӑ арҫынсен ҫул ҫитмен ачасем пур тӑк ҫавсемшӗн кашниншӗн 10-шар пин тенкӗ парӗҫ.

Вилнисемпе аманнисен тӑванӗсем паян Пензӑна пырса ҫитнӗ. Автоинкекре ӗмӗрлӗхе куҫ хупнисене ҫывӑх кунсенче тӑван ене илсе килӗҫ.

#пӑтӑрмахсем, #Вӑрмар районӗ, #Тӑвай районӗ, #пулӑшу

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем