Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Соколов, Курочкин, Птенцов, Петухов, Синицин... Халӑхра кӑсӑклӑ, «ҫунатлӑ» хушаматсем сахал мар ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн йышши хушаматлисем кайӑксене юратасси, кӑмӑласси ҫинчен иккеленме те май ҫук.
Акан 20-мӗшӗнче вара Чӑваш наци музейӗ ҫунатлӑ туссене юратакансене хӑйсем патне вӑйӑ картине чӗнет. Вӑйӑ ертӳҫисем ачасемпе пӗр танах аслисене те хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӗҫен кайӑклӑ хушаматлисене «кайӑксен пасарӗ» вӑйӑ картине тӳллевсӗр кӗртӗҫ. Ку мероприятие акан 1-мӗшӗнче уявланакан кайӑксен кунне халаланӑ.
Вӑйӑ программинче: «чӗрӗ турткӑшпа паллашни», «вӗҫен кайӑк дискотеки», «кайӑксен сас-чӗвви», тӗрлӗрен мастер-классем, спорт ӑмӑртӑвӗсем тата ытти те.
Вӑййа хутшӑнас кӑмӑл тӑвакансене Чӑваш наци музейӗ 12 сехетре кӗтет. Хакӗ пысӑках мар, ачасемшӗ 100 тӗнкӗ кӑна.
