Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫын хӑйне чӗртсе ярас тенӗ.
«Про Город» хаҫат пӗлтернине шута илсе «В Татарстане» тӗнче тетелӗнчи МИХ хыпарланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах хулари Винокуров урамӗнче пулса иртнӗ.
Инкеке асӑрхакансем хаҫатҫӑсене пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫавна курнӑ ҫын арҫыннӑн курткине хывса илнӗ. Хӑйне чӗртсе янӑ арҫын вырӑнтан тапса сикнӗ.
Пӑтӑрмах пирки МИХ пӗлтернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫпе Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кӑсӑкланнӑ, вӗсем тӗпчеҫҫӗ иккен. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑмах май, ведомствӑн сайтӗнче официаллӑ комментари хальлӗхе асӑрхамарӗ.