Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтернӗ.
Строительство компанийӗн рабочийӗсем кӳлмекре хута каякан «Одис» отель патӗнче траншея чавнӑ. Тарӑнӑшӗ 3 метра яхӑн пулнӑ.
Унччен те пулман – пӗр рабочи ҫине тӑпра ишӗлсе аннӑ. Вӑл траншейӑра, аялта, пулнӑ. Рабочи тӑпра айне пулнӑ.
Ӗҫтешӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, темиҫе сехет иртнӗ – кӑлӑхах. Вырӑна ятарлӑ служба та ҫитнӗ. Арҫынна тӑпра айӗнчен кӑларнӑ-ха, анчах ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл вилнӗ ӗнтӗ.
Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.