Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫей ачисене чӑваш литературипе паллаштарасшӑн мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 23.01.2013 13:00 | 1582 хут пӑхнӑ

РФ вӗренӳ министерстви шкул ачисене вулама сӗнекен 100 кӗнеке йышне пӗлтернӗ. Шел те, вӗсем хушшинче чӑваш литератури валли вырӑн тупӑнман.

Вӗренӳ планне кӗмен хушма вулав кӗнекисен шутне, паллах, ытларах вырӑс литературине кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта ытти халӑх литератури те пур: Габдулла Тукай (юнӗпе вӑл чӑваш пулни пирки илтнех ӗнтӗ), Чингиз Айтматов, Муса Джалиль, Нодар Думбадзе, Максуд Ибрагимбеков тата ыттисем. Эпоссем те кӗнӗ: тӗрӗксен «Алпамышӗ», монголсен «Гэсэрӗ», грузинсен «Давид Сасунскийӗ», калмӑксен «Джангарӗ», карелсен «Калевали» тата ыттисем. Чӑвашсем валли вара темшӗн вырӑн тупӑнман. «Ирӗклӗ сӑмах» палӑртнӑ тӑрӑх, «Сказки народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсем) юмахсен пуххинче те чӑвашлисем ҫук иккен.

Мӗншӗн ҫук? Те эпир ытла вӑтанатпӑр хамӑр пирки пӗлтерме, те пирӗн культура министерстви хӑйӗн ӗҫне япӑх тӑвать. Тепер енчен ҫӗр кӗнеке вӑл нумаях мар, пирӗн халах хайлавӗсене те пӑхса тухнӑ пулӗ, анчах ыттисене пахарах шутланӑ пулин? Тепӗр енчен ҫак кӗнекесен йышӗ Раҫҫейри халӑхсен вырӑнӗ ӑҫта пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.

Асилтеретпӗр, вӗренӳ планӗнче ҫук хайлавсен йышне йӗркелеме ҫулталӑк каялла Владимир Путин сӗннӗччӗ. Ун чухне вӑл анӑҫри вӗренӳ учрежденийӗсен опычӗпе хавхаланнӑччӗ пулас.

Пирӗннисем те унашкал кӗнеке йышне хатӗрленӗччӗ пулас-ха. «Хыпарта» та темиҫе вариант пичетленнӗччӗ, анчах пӗтӗмлетсе йышӑнни пирки сас-хура тухманччӗ-ха.

#кӗнекесем, #Раҫҫейре, #политика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i618.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем