Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫеҫпӗл ялне Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннисем пуҫтарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 28.02.2020 18:56 | 1781 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван тӑрӑхӗнче республикӑри паллӑ ҫынсем вырӑнти шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Канаш районне Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай (вӑл – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫи), Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, ҫыравҫӑ тата радиожурналист Ольга Тургай, Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Никитин-Станьял, ЧППУн профессорӗ Юлия Димитриева (вӑл —«Ҫеҫпӗл» фильмра поэт сӑнарне калӑпланӑ Иосиф Дмитриевӑн мӑшӑрӗ). Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем пурте — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе тата Ҫеҫпӗл ялӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсем.

Хӑнасем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранне Анатолий Орлова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ят пани ҫинчен калакан свидетельство панӑ. Иосиф Димитриева та (вӑл пирӗнпе юнашар ҫук ӗнтӗ) ҫак ята пама йышӑннӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен хута унӑн мӑшӑрне Юлия Димитриевӑна панӑ.

#чӑвашлӑх, #хӑнасем, #шкулсем, #Ҫеҫпӗл, #Канаш районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 3702.08.1591
2020.03.05 23:30
Тӗлӗнмелле этемсем эсир - тусӑмсем: Туркай черетлӗ ырӑ ӗҫ тусан ПӖРИ ТЕ ырласа ҫырмасть!
Пурсӑр та Туркай йӑнӑшасса та такӑнасса ҫеҫ кӗтсе ларатӑр тейӗн.
Мда...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем