Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкар районӗ — 85 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 09.11.2012 18:54 | 1107 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин Шупашкар районӗ кӑҫал 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавра датӑна тӗп хуламӑрти Оперӑпа балет театрӗнче паллӑ туса ирттерчӗҫ. Театрӑн пысӑх залӗнче пухӑннӑ халӑхӑн савӑк кӑмӑл-туйӑмне юрӑ-ташӑ ӑстисем самай ҫӗклерӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне куракансем алӑ ҫупса хакларӗҫ.

Юбилейра ҫавӑн пекех халиччен пурнӑҫ­ланӑ ӗҫ­сен тата тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ-хӗлне те пӗтӗмлетрӗҫ. «Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн тухтӑрӗ Нина Митрофанова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫ­лӗ ветеринари тухтӑрӗ», хушма хуҫалӑхӑн пуҫ­лӑхӗ Христофор Макаров «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫ­лӗ ӗҫ­ченӗ», «Смак-Агро» ТМЯО тракторисчӗ Олег Илендеев «Чӑваш Республикин тава тивӗҫ­лӗ механизаторӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ, Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерствисем те тӑрӑшуллисем валли Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем хатӗрленӗ. Вӗсене тивӗҫекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. Шупашкар район администрацийӗ те лайӑх ӗҫ­лекенсене Хисем грамотисемпе, дипломсемпе чысларӗ.

Юбилейра кӑҫалхи 9 уйӑхра районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен хушшинче ирттернӗ экономика ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетрӗҫ.

Шупашкар районӗн Хисеплӗ гражданинӗсен йышӗ те хушӑнчӗ. Ӑна тӗрлӗ ҫулта ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Фадей Константинов тата Валериан Дубинин тивӗҫ­рӗҫ.

Малашне те Шупашкар районӗ аталанса пытӑр, ун ҫӗрӗ ҫинче паллӑ та пултаруллӑ ҫынсем ҫитӗнччӗр.

#Шупашкар районӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем