Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма Олег Николаева лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языкеLa novaĵo povas ankaŭ legi en Esperanto
Аçтахар Плотников 29.01.2020 17:53 | 2070 хут пӑхнӑ
Политика
Олег Николаев
Олег Николаев

Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнӑ. Вӑл хушупах Игнатьев Михаил Васильевича шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫ вырӑнне пушатма хушнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама лартнӑ ҫынпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ те ӗнтӗ.

Олег Николаев — Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Патшалӑх Думин VII чӗнӗвӗн депутачӗ, нумаях пулмасть ӑна Патшалӑх Думин наци ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартнӑччӗ.

#политика, #Элтепер, #хушусем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Чурпай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тихонов // 3620.44.4060
2020.01.29 18:26
Лартна пулсан еслетер. Халахшан тараштар. Николаев хушаматла пулсан чаваш ятне ямалла мар .
Иван // 2263.09.7320
2020.01.30 15:03
Привествую. Но лучше бы поставили из центральных регионов. Видимо они будут следующими когда все устаканится.
Вообще как будто поставили по принципу разделяй и влавствуй из меньшинства
Микула // 9259.3.8429
2020.01.30 19:21
Чутай- ун пек ят Крымра та пур. Чорбай -ҫар ҫынни -"Офицерский чин в Османской империи у янычар, соответствующий командиру орта (роты)." Теприсем Чутай енне "Чӑваш Чечни" тесе те калаҫҫӗ. Шанас килет чӑн-чӑн чӑваш пуласса. Чӑвашсем пӑлхарсем кӑна мар,Крым.Кавказ, Ази тата Европа енчен 15-16 ӗмӗрсенче куҫса кильнӗ хастар ҫар ҫыннисем ,сутӑҫсем тата тӗрлӗрен ӗҫ ӑстисем те. Виҫҫӗмӗш пулсан та ӗҫӗпе чӑвашсемшӗн пӗрремӗш пултӑр.
Африкан // 3175.45.7327
2020.01.31 11:31
Выӑрӑс пулсан та лайӑх. Ҫынни чипер пултӑр, ӗҫлекенни. Паллах, кунта чавашла лӑпартатса ларакансенчен пулмасть ку ӗҫ. Чӑвашри арҫынсем Элтепер пулаймаҫҫӗ. Балаболкасем кана.
Тихонов // 4124.5.5937
2020.02.05 07:49
Ывантан пуль Африкан --выртса кан . Ан хурла саплах чаваш арне. Мескен пулман чаваш емерне. Сите те сентябрь . суйлапар перне--чан-чан чаваш Элтеперне !!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем