Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элӗкре бизнес-инкубатор уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.09.2012 11:59 | 1462 хут пӑхнӑ

Ӗнер, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Элӗк районӗнче пулнӑ. Кун пирки республикӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Хӑнасем районта «Меркурий» бизнес-инкубатора уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Ҫавра сӗтел» мелӗпе пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Бизнес-инкубатора уҫнӑ май Михаил Игнатьев тин кӑна ӗҫе пуҫӑнакан усламҫӑсем валли кунта мӗн кирли пурте пурри пурки палӑртнӑ.

«Ҫак ҫурта ҫӗклесе лартма патшалӑх 38 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен Чӑваш Енри 2012 ҫулта пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха аталантарма 523 миллион тенкӗлӗх пулӑшу парса тивӗҫтернӗ. Кашни ҫулах ҫак пулӑшу ӳссе пырӗ. Ҫаксене пурне те пӗр тӗллеве тӗпе хурса йӗркелесе пыраҫҫӗ — районсенче пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем, республикӑра кирлӗ пек ӗҫ укҫисем ӳссе пыччӑр тесе. Ҫавна май Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин лартнӑ тӗллев — Чӑваш Енре пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха пӗр тан аталанса пыма условисем туса парасси активлӑ пурнӑҫланса пырать», — пӗлтернӗ Михаил Васильевич.

Элӗк районӗнчи бизнес-инкубатор ҫуртӗнче 35 усламҫӑ офисӗ вырнаҫӗ. Вӗсем 3 ҫул хушши ҫӑмӑл майпа ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе 19 ҫын заявка тӑратнӑ. Кун пек бизнес-инкубаторсем Чӑваш Енре пиллӗк. Ҫакӑн йышшисемех тата икӗ районта хута яма палӑртаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫуртра Михаил Игнатьев пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарас ыйтупа пухӑннисемпе «ҫавра сӗтел» хушшинче калаҫу ирттернӗ. «Анчах ӗҫлеме кӳлӗннӗ вӑтам тата пӗчӗк предприятисем паян пирӗнтен пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Ку йывӑрлӑха шӑпах бизнес-инкубаторсем тивӗҫ. Куллен сиксе тухакан йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлма бизнес-планӗсене, юридици адрӗсӗсене, ӗҫ вырӑнӗсене тата ытти япаласене те вӑхӑтра татса пама пулӑшӗҫ», — тесе палӑртнӑ республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев.

2011 ҫулта федерацин пӗтӗмӗшле статистикине пӑхас пулсан Чӑваш Енре пӗр пин ҫын халӑх пуҫне хӑй тӗллӗн аталанса пыракан 32 усламҫӑ тивет. Раҫҫейри вӑтам шайрипе илес пулсан ку, паллах, пысӑк кӑтарту. Регонсем хушшинче Атӑлҫи федераци округӗпе лайӑххисем шутӗнче.

Чӑваш Енӗн Суту-илӳ промышленноҫӗн президенчӗ Игорь Кустарин пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Квалификациллӗ кадрсем ҫитменнине палӑртнӑ. Канашлу вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи пӗчӗк тата вӑтам усламлӑхӑн ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене тишкернӗ.

Авӑнӑнн 1-мӗшӗ тӗлне Элӗкре пурӗ 585 пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑ шутланать. Усламлӑхпа ҫыхӑннӑ пӗчӗк тата вӑтам предприятисен структуринче ял хуҫалӑх сфери 38,6 процент, ҫурт-йер тӑвӑмӗ — 19,3, суту-илӳ тата обществӑлла апатлану 12,3 процент йышӑнать. Ытларах пайӗ ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлет.

Сӑнсем (29)

#усламлӑх, #Элӗк районӗ, #Элӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем