Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ.