Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эдисон Патмар кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 08.06.2012 19:14 | 1453 хут пӑхнӑ
«Чӑваш салтакӗ» кӗнеке хуплашки
«Чӑваш салтакӗ» кӗнеке хуплашки

Пирӗн ентеш — Яманакӑн пултаруллӑ арӗ — Эдисон Патмар кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать.

Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра нумаях пулмасть унӑн 140-мӗш кӗнеки 1500 экземпляр тиражпа пичетленсе тухрӗ. Иккӗмӗш авторӗ — ашшӗ — чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухассипе палӑрнӑ Иван Анисимович Патмар.

Сӑмах май, ҫак ӗҫ — Патмарсен пуххинчи 10 томлӑ халӑх сӑмахлӑхӗн 7-мӗш томӗ. 228 страницӑран тӑракан илемлӗ те хытӑ хуплашкаллӑ кӗнекен умсӑмахӗнче ку тома чӑваш арҫынӗсене халалланине асӑннӑ. Хайлавсенче салтакӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Урӑхла пулма та пултараймасть, мӗншӗн тесен Эдисон Иванович хӑй те салтак пӑттине тутаннӑ, 20 ҫул ытла ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Ашшӗ — Иван Анисимович вара — иртнӗ хаяр вӑрҫа хутшӑннӑ, старшина, тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хут — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, «Паттӑрлӑхшӑн», «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» тата ытти медальсене тивӗҫнӗ. «Эх, мӑнтарӑн, нушалантӑн, ҫавах ырӑ пулаймарӑн, хӑв ятна сыхлаймарӑн...» пая шӑпах унӑн асаилӗвӗсене кӗртнӗ.

«...Ҫӳлтен кӗркуннехи курак кӗтӗвӗ пек фашист самолечӗсем пуҫ тӑррине бомбӑсем акаҫҫӗ. Витререн шыв тӑкнӑ пек мина, снаряд тӑкӑнать. Пуҫа йӑтса сывлама ҫук, тар, тӗтӗм шӑрши. Ротӑран виҫӗ салтак кӑна юлтӑмӑр...», — ҫырнӑ И. Патмар хӑйӗн алҫырӑвӗсенче. Кунтах сӑвӑсем те пур:

«...Хавшак тесе ан шутлӑр,

Ура амансан аллӑм пур,

Ал амансан шур шӑл пур...»

«Чӑваш салтакӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче» тата ытти пайсенче те вуласа пӗлмелли сахал мар. Историлле страницӑсене те, салтак юррисене те вырӑн панӑ. Кӗнекене сӑнӳкерчӗксем те илемлетеҫҫӗ.

Ман шутпа, ҫак кӗнекене вулакана сӗнсе авторсем халӑхшӑн питех кирлӗ ӗҫ тунӑ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас ҫӗрте те калама ҫук пысӑк.

#Красноармейски районӗ, #Яманак, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем