Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 75% акма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.05.2012 17:11 | 1290 хут пӑхнӑ

Ҫурхи тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене Вӑрнар районӗнче 9670 гектар акса хӑвармалла. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫ кӑтартӑвӗ — 7212 гектар е плана 75% пурнӑҫланӑ. Ҫурхи тулӑ 2026 гектар, урпа — 4600, пӑрҫа йышши культурӑсем 585 гектар акса хӑварнӑ.

«Луч», «Мураты» хуҫалӑхсем пулас тухӑҫ никӗсне хывса пӗтернӗ, «Победа», «Юнтапа», Карл Маркс ячӗллӗ, «Хорнзор», «Знамя» кооперативсен, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсен, Алексей Игнатьевпа Игорь Сергеев фермерсен хуҫалӑхӗсен тырӑ пуссинче те ӗҫ вӗҫленмелле. Кӗр тыррисен пӗр лаптӑкӗ ҫанталӑк условийӗсене пула пӗтнине шута илсе «Луч» кооперативра ҫурхисене планпа палӑртнинчен 130 гектар ытларах акса хӑварнӑ. «Кӗҫех уй-хир ем-ешӗл кавирпе витӗнӗ», — савӑнӑҫне пытармарӗ Вячеслав Егоров механизатор.

Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пуринчен пысӑк: тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 3148 гектар акмалла. Ҫак вӑхӑт тӗлне пулас тухӑҫ никӗсне 1840 гектар хывнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑракансем ҫуллен кукуруза ҫитӗнтереҫҫӗ. Акӑ Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хальлӗхе 155 гектар акнӑ.

Кӗр тыррисене минераллӑ удобренисемпе 3707 гектар (65,1 процент), нумай ҫул ӳсекен курӑксене 3455 гектар (41,8 процент) апатлантарнӑ.

Районти аграрлӑ предприятисем ҫӗрулмине пӗтӗмпе 251 гектар (19,1 процент) лартнӑ. Алексей Игнатьев фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫ кӑтартӑвӗ ытти аграрлӑ организацисенчен пысӑкрах — «иккӗмӗш ҫӑкӑр» 60 гектар лартнӑ. «Мураты» кооперативра та хастар тӑрӑшаҫҫӗ: ҫӗрулми 50 гектар лартнӑ.

#Вӑрнар районӗ, #ял хуҫалӑхӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=999777
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем