Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енре чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 28.04.2012 19:24 | 2708 хут пӑхнӑ
Фестиваль лауреачӗсем
Фестиваль лауреачӗсем

Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче пуҫаруллӑ ӗҫлекен вӗрентекенсен методикӑпа меслетлӗх ушкӑнӗ сӗннипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗн ӗҫченӗсем ертсе пынипе (ертӳҫи — Фризен М.Ф.) Чӑваш чӗлхи кунне халалласа акан 25-26-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен 1-мӗш фестивалӗ иртрӗ.

Фестиваль тӗллевӗ — Федераллӑ Патшалӑх Вӗрентӳ Стандарчӗпе килӗшсе тӑракан тата паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен урок пама хӑнӑхасси, пултаруллӑ вӗрентекенсене тупса палӑртасси тата вӗсене хавхалантарасси.

Фестиваль хӑнисемпе тата унта хутшӑнакансем уҫӑ урок ирттерме тата вӗсене хак пама икӗ ушкӑна пайланчӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑн малтанхи кун 6 уҫӑ урок итлесе хак пачӗ, иккӗмӗш ушкӑн вара тепӗр кунне 4 уҫӑ урок итлерӗ.

Фестиваль Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чатукасси тӗп шкулта вӑй хуракан Р.И.Яковлевӑн «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» урокӗпе уҫӑлчӗ. Хӑй урокне вӗрентекен Чӑваш Патшалӑх Гимнӗпе пуҫларӗ. Учитель ӗҫ пурнӑҫ тыткӑчи пулнине ачасемпе пӗрле ҫирӗплетсе пачӗ. Иккӗмӗш урока Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам Пикшик шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Л.А.Тихонова пачӗ. Вӑл 9-мӗш класра вӗренекен чӑваш ачисене паянхи кун вӗрентӳ программи ыйтакан эссе ҫырма вӗрентрӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Именкасси тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.П.Ильина вара «Лексика йывӑҫҫин ҫимӗҫӗсем» темӑпа урок ирттерчӗ. Ачасем вӑл пулӑшнипе лексика йывӑҫҫине ӳстерчӗҫ, унпа чӗлхере мӗнле усӑ курмаллине ӑнкарчӗҫ. Тӑваттӑмӗш урока Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Кӗҫӗн Шетмӗ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен И.Н.Козлова пачӗ. Унӑн урокӗн теми «Поэзи чӗлхи. Сӑвӑ виҫисем» ятлӑ пулчӗ. Вӗрентекен, хӑй те ҫамрӑк поэт пулнӑ май, ачасене поэзи тӗнчине кӗмелли меслетлӗх шырама вӗрентрӗ. Пиллӗкмӗш уҫӑ урока Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.М. Михайлов сывлӑха халалларӗ. «Сывлӑхран хакли ҫук» темӑпа ирттерчӗ вӑл хӑйӗн урокне. Ачасем сывлӑх этемӗн пурнӑҫ никӗсӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ, сывлӑхлӑ пулас тесен мӗн-мӗн тумаллине хӑйсемех уҫса пачӗҫ. Пӗрремӗш кунхи ӗҫ программине Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П. Михайлова вӗҫлерӗ. Унӑн урокӗн теми «Анне сӑнарӗ — сӑвӑ-юрӑра» ятлӑ пулчӗ. Вӗрентекен юратнӑ аннесӗр, аннелӗх туйӑмӗсӗр, унӑн ырӑ та вашават камӑлӗсӗр пурӑнма йывӑррине, анне пур ҫыншӑн та чи хакли, чи илемли, чи ырӑ кӑмӑлли пулнине ачасен чун-чӗрине вырнаҫтарма тӑрӑшрӗ.

Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш класра вӗрентекен Г.В.Васильева ФПВС (ФГОС) ыйтнине тивӗҫтерекен тӗслӗхлӗ урок пачӗ. Галина Васильевна ФПВС-па килӗшӳллӗн иккӗмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Унран вӗренмелли нумай терӗҫ вӗрентекенсем. Кун хыҫҫӑн Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.В.Васильева «Ҫурхи тӗнче илемӗ» темӑпа уҫӑ урок пачӗ. Ачасем ҫурхи тӗнче илемне нумай енлӗ дидактика ӗҫӗсемпе усӑ курса туллин уҫса пачӗҫ. Виҫҫӗмӗш урок «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» темӑпа иртрӗ. Ӑна Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Карай вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен А.Ю.Никандрова ирттерчӗ. Урокра ачасем Мӗтри Кипекӗн «Кайӑк тусӗ» романне тӗпӗ-йӗрӗпе шӗкӗлчерӗҫ. Ку урок пуринчен те тухӑҫлӑрах пулни курӑнчӗ тата ФПВС ыйтӑвне туллин тивӗҫтерекенни пулчӗ терӗҫ фестивале хутшӑнакансем. Тӑваттӑмӗш урока Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Трак вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен И.Н. Антонова ирттерчӗ. Урокӑн теми «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗнче» ятлӑ пулчӗ. Ачасем чӑваш тӗррин ҫырулӑхне, унӑн пӗлтерӗшне туллин уҫса пама тӑрӑшрӗҫ. Чӑвашӑн тӗрӗллӗ тум-тирне тӑхӑнса пӑхса хак пачӗҫ. Кашниех тӗрӗ ӗҫне хӑнӑхма сӑмах пачӗ.

Фестиваль урокӗсен ярӑмӗ класс тулашӗнчи ӗҫпе — фольклор ушӑнӗн кӑтартуллӑ урок концертпа вӗҫленчӗ. Ӑна Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Еншик Чуллӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Г.А.Ефимова хатӗрленӗ. Ачасем чӑваш юрри-кӗввине, ташши-ҫеммине юратса вӗренни, ӑна куракансем патне ҫитерме пултарни пурне те савӑнтарчӗ.

Юлашкинчен Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Упи вӑтам шкулӗн музейӗнче фестиваль пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен пултаруллӑ педагогсене чысларӗҫ. Ӑна Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗн ертӳҫи М.Ф.Фризен ертсе пычӗ. Вӑл уроксене пӗтӗмӗшле хак пачӗ, уроксен лайӑх енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене палӑртрӗ. Кӗҫех чыслав та пуҫланчӗ.

Фестивалӗн ҫӗнтерӳҫин ятне Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Карай вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен А.Ю.Никандрова тивӗҫ пулчӗ. «Тӗпчевҫӗ — педагог» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.М.Михайлов ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртрӗҫ. «Чи ӑста вӗрентекен» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова ҫӗнтерӳҫӗ тесе пӗлтерчӗҫ. «Ылтӑн ҫӳпҫе» номинацире пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Трак вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен И.Н.Антонова ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. «Новатор-педагог» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.В.Васильева ҫӗнтерӳҫӗ тесе пӗлтерчӗҫ. «Урок — пултарулӑх тӳпи» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Пикшик вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Л.А.Тихонова ҫӗнтерӳҫӗ тесе хакларӗҫ. «Чи пуҫаруллӑ вӗрентекен» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Еншик Чуллӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Г.А.Ефимова ҫӗнтерӳҫӗ пулни палӑрчӗ. «Хӑй профессине парӑннӑ вӗрентекен» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Именкасси тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.П.Ильина ҫӗнтерӳҫӗ ятне илчӗ. «Хастар вӗрентекен» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Кӗҫӗн Шетмӗ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен И.Н.Козлова ҫӗнтерӳҫӗ тесе пӗлтерчӗҫ. «Пултаруллӑ вӗрентекен» номинацире Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чатукасси тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Р.И.Яковлева ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗ.

Фестиваль пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен ячӗпе районти пуҫаруллӑ ӗҫлекен учительсен методикӑпа меслетлӗх ушкӑнӗн ертӳҫи З.П.Михайлова район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗпе Упи шкул ертӳҫисене тав сӑмахӗ каларӗ, йывӑр та пархатарлӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫи А.Ю.Никандрова та хӑй ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.

Юлашкинчен фестивале хутшӑннисен пӗр ушкӑнӗ Шупашкара Чӑваш чӗлхи кунне уявлама тухса кайрӗ. Унта вӗсем Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ «Чун кӗввисем» телетӗпеле хутшӑнчӗҫ, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен пысӑк концертне пӑхса савӑнчӗҫ. Филармони театрӗн сцени ҫинче хӑйӗн ӗҫӗнче палӑрнӑ чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе тӗрлӗ отрасльри ӗҫченсене чысларӗҫ. Сӑмах май, телетӗпел сцени ҫине Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.М. Михайлова та кӑларчӗҫ. Ӑна чӑвашлӑха аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш наци конгресӗн парнипе чысларӗҫ.

#Пикшик, #Чатукасси, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #фестивальсем, #шкулсем, #Красноармейски районӗ, #Упи, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #Еншик Чуллӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Комментари:

2012.04.29 14:52
Аксар Чунтупай
«Чăн-чăн маçтăр вĕрентекен» вырăнне "Чи ăста вĕрентекен" тесе çырмаллаччĕ, Микулай. Тÿрлет-ха, тархасшăн. Ыттине (шкул ячĕсене) тÿрлетнĕшĕн тавах.
2012.04.30 14:00
Аçтахар Плотников
«Ыттине (шкул ячĕсене) тÿрлетнĕшĕн тавах.»
Сире вăрçа-вăрçа тӳрлетрĕм :) //тӳрлетеп :)
2012.05.01 21:34
Аксар Чунтупай
Пире учительсен институтĕнче çапла çырма вĕрентеççĕ. Эс çырни тĕрĕсрех пек туйăнчĕ. Шкул ячĕсен чăвашла варианчĕсем пурĕ саккăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем