Акан 25-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ, республика Элтеперӗ Мускавра пулнӑ май ӑна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычӗ. Унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тишкерчӗҫ.
Кун йӗркинчи малтанхи ыйту ҫул хакӗпе ҫыхӑнни пулчӗ. Ку тӗлӗшпе ЧР Конкурентлӑ политика тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова сӑмах илчӗ. 11-мӗш ҫулхи тарифсене малалла упраса хӑварсан транспорт предприятийӗсем тӑкак тӳсни пирки каларӗ. Чӑвашавтотрансшӑн ку виҫе 163 млн тенкӗпе танлашӗ, тӗп хулари троллейбус управленийӗшӗн — 31 млн тенкӗпе. Ҫавна май асӑннӑ компанисем тарифсене пысӑклатма ыйтнӑ. Хулари автобус маршручӗсем ҫинче билет хакне 16 тенкӗ тума сӗннӗ, троллейбуссем тытса тӑракансем 14 тенкӗ ыйтнӑ.
Тариф служби лару-тӑрӑва тӗплӗ тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек виҫесем патне ҫитнӗ:
• хулари автобуссемпе маршрутлӑ таксисенче — 14 тенкӗ;
• троллейбуспа — 12 тенкӗ.
Хула ҫумӗнчи маршрутсем ҫинче ҫулҫӳревӗн 1 ҫухрӑмӗшӗн 2,09 тенкӗ тӳлеттерӗҫ, хуласен хушшинчи ҫулҫӳревшӗн — 2,18 тенкӗ. Хулари транспортпа ҫӳремелли уйӑхлӑх билет хакӗ — 650 (пӗр йышши транспортпа) тата 865 тенкӗ (икӗ йышши транспортпа).
Ку хаксем ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ.
Альбина Егорова танлаштармашкӑн регионти ытти хулара та ҫулҫӳрев хакланни ҫинчен пӗлтерчӗ: Саранск, Ӗпхӳ, Пенза, Киров... Хаксем тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ виҫепе тата тӗрлӗ вӑхӑтра ӳсеҫҫӗ. Хӑшӗсен — маларах, хӑшӗсен — утӑ уйӑхӗнчен.